С.П. Горский çуралнăранпа 115 çул

  Ырă кун пултăр, хисеплĕ хăнасем!

2007 çулхи нарăсăн 20 – мĕшĕнче Вăрман – Кипек шкулĕнче С..П.Горский çуралнăранпа 110 çул çитнине халалласа «Чăваш чĕлхипе литературине  вĕрнтессин çивĕч ыйтăвĕсем » темăпа ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ.

Чăваш çырулăхне аталантарас истори пирки калаçас пулсан, филологи наукисен докторĕн, чĕлхеçĕн, аслă педагогăн С.П.Горский ятне асăнмасăр иртме çук. Чăваш чĕлхине тĕпчес, литература чĕлхине нормăлас, шкул учебникĕсемпе вĕренÿ пособийĕсем хатĕрлес ĕçе вăл калама çук пысăк тÿпе хывнă. Паян вара,     сире, пирĕн ентеш, Семён Петрович Горский, çуралнăранпа 115 çул çитнине чысласа ирттерекен ăслăлăхпа практика конференцийĕ уçăлнă ятпа чунтан - чĕререн саламлатпăр, ăнăçу сунатпăр. Анчах та, С.П. Горский çинчен калаçнă май, унăн ашшĕ, Семенов (Катрамов) Петр Семенович çинчен асăнса хăварас килет.

Çавăнпа та   ирĕк парсамăр пĕр – икĕ сăмах Вăрман – Кипек ялĕпе тата кăштах шкул историйeпе паллаштарма.

        Вăрман – Кипек  ялĕ Канаш тата  Красноармейски районĕсемпе чикĕленсе тăракан вырăнта вырнаçнă. Çавна пулах тĕрлĕ вăхăтра тĕрлĕ район шутĕнче шутланнă. Архиври документсем тăрăх вăл Етĕрне уездне, Çĕрпÿ , Красноармейски, Шăхазан, Вăрнар районĕсенче пулнă. Вăрман – Кипек чăвашла куçарсан вăрманти ял  тенĕ. Архив докуменчĕсем тăрăх Вăрман – Кипек ялĕ 18-мĕш ĕмĕрте пуçланса кайнă. 1887 çулта, кăрлачăн 10-мĕшĕнче Вăрман Кипекре шкул уçăлнă. Шкулăн ячĕ вăл вăхăтра çапла пулнă: «Вурман – Кибекская Братства Святого Гурия школа». Çак шкула Семёнов ( Семён Петрович Горский ) ашшĕ уçнă. Пётр Семёнович 1861çулта Етĕрне уездне кĕрекен Кĕçĕн – Кипек вулăсĕнчи Вăрман – Кипек ялĕнче нумай ачаллă хресчен çемйинче çуралнă. Вaл Кĕçĕн Кипекри чиркÿ – прихут шкулне Мухтав грамотипе пĕтернĕ. Çак шкултах вăл музыка енĕпе те пeлÿ илнĕ. Семён Петрович (Катрамов ) çемйи ĕçчен çемье пулнă. Хуçалăхра вĕсен пысăк сад, хăмла пахчи, 15 çемье вĕлле пулнă. Мăшăрне пур ĕçре те пулăшса пыраканĕ унăн арăмĕ, Агафия Архиповна, пулнă. Вăл ĕçченлĕхĕпе, сăпайлăхĕпе, тăрăшуллă кил хуcи хĕрарăмĕ пулнипе палăрнă.

        Пётр Семёновичăн, С. П. Горский ашшĕн , хaйсен ялĕнче шкул уçас тĕллев пулнă. Çавăнпа та вăл уездри пуçлăхсем патне 2 хутчен те ыйтса çырнă. Иккĕмĕш хутĕнче тин ун ĕмĕтне тивĕçтереççĕ. 1887 çулхи кăрлачăн 10 –мĕшĕнче хăй килĕнче шкул уçать. Пĕрремĕш учитель те хăех пулать. Вĕсен пÿрчĕ кайри малтиллĕ пулнă, пĕр пайĕнче вара вăл ачасене вĕрентнĕ. Шкулта библиотека та пулнă унта 34 учебник, 15 вулав кĕнеки тата 2 кĕнеке учитель валли.

         Шкулта турă законĕсĕр пуçне, вулама, çырма тата арифметика вĕрентнĕ.

         Паллах, шкул тытса тăма йывăр пулнă. Сутă та çитмен, хутса ăшăтма вутти те çителĕклĕ пулман. Пĕррехинче кÿрши унран çапла ыйтнă: «Петĕр, çемйÿ санăн пысăк, пысăк çемьепе пĕр пĕчĕк пÿлĕмре пурăнатăн, мĕншĕн çак шкулпа cыхăнтăн, мĕншĕн асапланатăн?».Пётр Семёнович çапла хуравлать: « Аттепе анне те, хамăр ял çыннисем те хут пĕлмеççĕ. Çырма, вулама вĕренччĕр». Çак шкула хaйĕн килĕнче 20 çул тытса тăнă.

         Пётр Семонович шкул ĕçне лайăхрах йĕркелес шутпа час-часах Чĕмпĕр чăваш шкулне кайнă, Иван Яковлевич Яковлевпа çыхăну тытнă.

         Çак шкулта Семёнов (Катрамов) Пётр Семёнович 1918çулччен ĕcленĕ. Пĕрремĕш тĕнче вăрçине пула тата граждан вăрçи пуçланнă пирки шкул хупăнать. 1928 çулта тепĕр хут уçăлать. Тĕрлĕ сăлтавсене пула Катрамовсен  çемйи Шупашкара куçса каять. 1943 çулта Шупашкарта Пётр Семёнович вилнĕ.

         1897 çулхи нарăсăн 13-мĕшĕнче çак çемьере çуралнă та ĕнтĕ  филологи наукисен докторĕ, профессор, чăваш чĕлхине тĕпчес, литеретура чĕлхине нормăлас, шкулсем валли учебниксемпе вĕренÿ пособийĕсем хатĕрлес, чăваш çырулăхне аталантарас ĕçе хастар хутшăннă чeлхеçĕ, педагог, Чăваш АССР наукисен тава тивçлĕ деятелĕ– Семен Петрович Горский. Çемьере вĕсем пиллĕкĕн пĕр тăван пулнă,

1)Устина

2)Василий

3)Семён (Горский С.П.)

4)Серафима

5)Елизавета.

          Семён Петрович Горский çуралнă кил вырăнĕнче Елизавета Петровнăн ывăлĕ, ĕçпе вăрçă ветеранĕ, Яковлев Алексей Яколевич пурăннă. Елизавета Петровнăн тепĕр ывăлĕ те ялтах - Кошкин Валерий Николаевич.

         Мĕншĕн-ха Семён Петрович хaйĕн хушаматне улăштарнă? Яковлев Алексей Яковлевич калса панă тăрăх, вăл Хапăсра судьяра та ĕçленĕ. Юратман, курайман çынсем пулнă. Тата 1937 çулта унăн пиччĕшне, Василий Петровича, элеке пула арестлеççĕ, партинчен, ĕçрен кăлараççĕ.

         Катрамов Василий Петрович Вăрман-Кипекри шкулта пĕлÿ илнĕ, Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ, Хусан университетне пĕтернĕ. Пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçлансан фронта кайнă , граждан вăрçинче те пулнă. 20-мĕш çулсем пуçламăшĕнче çуралнă çĕр-шыва таврăннă . Етeрне уездĕнче совет влаçне çирĕплетессишĕн ырми-канми ĕçленĕ. Çутĕç Халăх Комиссарĕн пĕрремĕш çумĕ, Канашри педагогика техникумĕн директорĕ пулнă, 1937 çулта вара ăна «халăх тăшманĕ»  тесе арестлеççĕ . Икĕ çултан тин вăл тĕрмерен тухать. Юлашки çулсенче Шупашкарти шкулсенче ĕçленĕ , 1955 çулта Шупашкарта вилнĕ.

         Осипова Ираида Яковлевна та , С.П.Горский тăванĕ, çакнах çирĕплетет. Унăн тăванĕсене «халăх тăшманĕ» тесе арестленĕ ,çавăнпа хушаматне улaштарнă та  тет .     

         Тихонова  Людмила Ивановна, Горский С.П.тăванĕ, Василий Петрович хăйĕн шăлнĕ Горский хушамата илнишĕн кăмăлсăр пулнине пĕлтерчĕ. Тата Семён Петрович Горский хушамата Хусанта театрта ĕçленĕ чух илнĕ теççĕ.

         Семен Петрович Горский икĕ çул тăван ялта «Братство Светого Гурия»  шкулта вĕреннĕ. И.Я.Яковлев уçнă Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче ăс пухнă. 1911 çулта вăл Хусанти учительсем хатĕрлекен семинарире пĕлĕвне туптанă. 1915 çулта Хусанта çар службинче тăнă. çав вăхăтрах вăл Хусанти  Çурçĕр – Хĕвелтухăç археологи тата этнографи институчĕн каçхи уйрăмĕнче вĕренме тытăнать. Вĕреннĕ хушăрах культура ĕçне те активлă хутшăннă. Вăл Хусан хулинче йĕркеленнĕ чăваш театрĕн малтанхи артисĕсенчен пĕри. С.П. Горский Хусанта , кайран Шупашкарта  Чăваш академи театрĕн Д.Фонвизин , Н. Гоголь , А. Островский , Лев Толстой пьесисем тăрăх лартнă спектакльсенчи рольсене вылянă. Ф.Павловăн «Судра» комедине 1919 çулта Хусанта пĕрремĕш хут сцена çинче кăтартнă чух С. П. Горский судья рольне ăста вылянă. Сăнран, кĕлеткерен илемлĕ пулнăран ăна Сетнер рольне те выляттарнă .  

        1922 çулта Шупашкара таврăнать. Çак тапхăрта пуçланать те ĕнтĕ пулас тĕпчевçĕн наукăпа педагогика ĕçĕ. Вăл Шупашкарти рабфакра, совпартшкулта, педтехникумра чăваш чĕлхи вĕрентнĕ, шкулсем валли учебниксемпе, программăсем хатĕрлес ĕçе хутшăннă. Çав хушăрах тĕпчев ĕçне те манман вăл.1930 çулта унăн пĕрремĕш  ĕçĕ, чăвашла вĕренес текенсене пулăшма çырнă «Учебник чувашского языка для лиц не владеющих чувашским языком» вĕренÿ пособийĕ пичетленсе тухнă. С.П. Горский 1941 çулхи июнĕн 20-мĕшĕнче Ленинград университетĕнче «Аналитические и синтетические тенденции в чувашском языке» темăпа кандидат диссертацине хÿтĕлесе филологи наукисен кандидачĕ ятне илме тивĕçлĕ пулать. Çак çулах ăна доцент ятне параççĕ.

        1941-1948 çулсенче -Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче чăваш чĕлхипе литратурин кафедра заведующийĕ.

         Чăваш чĕлхине вĕрентесси тата тĕпчесси  С. П. Горский ĕçĕ-хĕлĕнче тĕп тĕллев пулса тăрать, çавăнпа та вăл 1949 çулта СССР Наукăсен Академийĕн Чĕлхе вĕренĕвĕн институчĕ çумĕнчи докторантурăна вĕренме каять. 1951 çулхи нарăс уйăхĕнче «Очерки по истории чувашского литературного языка дооктябрьского периода»  темăпа доктор диссертацине хÿтeлет. 1952 çулта юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче вăл профессор ятне илет.

          1952 -1966 çулсенче  С.П.Горский И.Я. Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче чăваш чĕлхипе литература кафедрин заведующийĕнче улшăнса ĕçлет. 1967 çулта, Чăваш патшалăх университетне йĕркеленĕ хыççăн, унта малтан чăваш чĕлхи кафедринче профессор, кайран наука консультанчĕ должноçĕпе ĕçлет.1970 çулта «Хальхи чăваш литература чĕлхин синтаксисĕ», 1971 çулта «Чăваш чĕлхинче чарăну паллисем лартасси» кĕнекесем кăларать.

           «Халăха çутта кăларас ĕçре Иван Яковлевичпа юнашар эпĕ С.П. Горские лартатăп»-, тенĕ Л.П. Кураков. 1939 çултан  пуçласа 1979 çулччен унăн «Чăваш чĕлхи синтаксисĕ» 33 хутчен пичетленсе тухнă.

            «Калаçма пĕлмен çын - чĕлхесĕр, çырма пĕлмен çын - суккăр» тенине асра тытса, Семён Петрович кашни çын тĕрĕс те илемлĕ каклаçма-вулама вĕрентĕр тесе тăрăшнă. Çак тĕллeвпе аслă учёнăй К.Иванов, Сеçпĕл Мишши, М. Фёдоров, П. Хусанкай, Ухсай Яккăвĕ произведенийĕсен чĕлхине те тĕпченĕ.

             Ентешĕмĕр хaйĕн ăс-хакăлне, вaйĕпе пултарулăхне тăван халăха çутта кăларас ĕçе панă. Хăй Шупашкарта пурăннă пулсан та тăван яла килсе çÿренĕ, ял-йышпа çыхăну тытнă. Паллă чĕлхеçĕ, ăста педагог Вăрман- Кипек ялĕнчен тухнишĕн савăнатпăр, мухтанатпăр . Тăван халăх унăн ырă ĕçeсене нихăçан та манмĕ. Çавнашкалах, ентешĕмĕр çуралнăранпа 115 çул çитнине хăй çуралнă ялĕнче паллă тунишĕн мăнаçланатпăр. Çакăн пек тĕл пулусем паянхи кунпа ан вĕçленччĕр, малашне те пирĕн сирĕнпе çыхăну тытасчĕ, эпир хăнасене яланах тарават. Шанас килет, пирĕн  ачасем сирĕн пата вĕренме кĕрсе, С.П. Горский пек тăван халăхшăн çунакансем пуласса.

             Хисеплĕрен те хисеплĕ хăнасем! Сирĕн чыслă та сумлă ĕçĕрте ăнăçу, çитĕнÿ, çавнашкалах  çамрăксене  вĕрентес тата тĕрĕс воспитани парас ĕçре ырă ăс, ырă чун, ырă кăмăл сунатпăр.