Вăрнар районĕнчи поэтсем

Пирĕн шкул ачисем Шупашкар хулинче иртекен «Вăрнар районĕнчи поэтсем» конференцине хутшăнчĕç. 9-мĕш класра вĕренекен Наколаева Анастасия Григорий Луч писателĕн «Чаплă упăшка» калавне вуласа пачĕ. 5-мĕш класра вĕренекен Николаева Екатерина Григорий Луч çырнă «Кăвакал» калавĕпе хутшăнчĕ. Хамăр шкул ячĕпе асăнмаллăх чăваш тĕррипе тĕрленĕ сувенир парса чысларăмăр.