Чăваш тĕрри

 Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче шкулта ачасен ал ĕçĕсен выставки иртрĕ. Вĕренекенсем хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарчĕç. Питĕ пултаруллă ачасем. Маттур!

Чăваш тĕрри!

Яп-ялтăркка ука пек пурçăн,

Тĕрленĕ пĕрчĕн суйласа

Чăваш малашлăхĕ те пур çав,

Ун ĕмĕчĕ хитрее таса.

Тĕрĕ эрешĕ пире сунать

Чĕлхепе йăлана упрама.

Хамăр йăх-ăрăва мухтаса

Чăваш ятне мăнаçлама.