Семён Петрович Горскине халалласа вăл çуралса ÿснĕ çурт çине асăну хăми çакрăмăр. Вăл паллă чĕлхеçĕ, ăста педегог пулнă. Чăваш чĕлхине тĕпчес, литература чĕлхине нормăлас, шкул учебникĕсемпе вĕренÿ пособийĕсем хатĕрлес ĕçе вăл калама çук пысăк тÿпе хывнă. Шкул ачисем унăн ĕçĕ – хĕлĕ çинчен каласа пачĕç, пĕчĕк концертпа савăнтарчĕç. Асăну хăмине уçма Уйкас-Кипек поселениин администрации пуçлăхĕ - А.В.Петров, шкулта нумай çул ĕçленĕ учитель-ветеран, Ю.Е.Петрова тата ялта пурăнакан ĕç çыннисем хутшăнчĕç. Хальхи вăхăтра Горски çуралса ÿснĕ кил-çуртра пурăнакан, С.П. Горскин çывăх тăванĕ Нина Алексеевна питĕ кăмăллă юлчĕ.