Ака уйăхĕн 21- мĕшĕнче 5-6- мĕш классем хушшинче « Çул çÿрев» ăмăрту иртрĕ.Вĕренекенсем станцисем тăрăх çÿрерĕç. Кашни ушкăн хăйĕн машинистне суйларĕ. Кашни станцинчех унăн пуçлăхĕ пулчĕ. Станцисенче «поезд» пилĕк минутлăха чарăнса тăчĕ те ыйтусем çине хуравларĕç. Пĕтĕмпе çичĕ станци пулчĕ: чĕлхе, истори, культура, юмах, тавçăруллисен станцийĕ. Чи маттуррисем 6-мĕш класра вĕренекенсем пулчĕç.