И.Я.Яковлев

Чăваш чĕлхи кунне халалласа вĕренекенсем линейкăра И.Я.Яковлев ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Чĕмпĕр чăваш шкулĕ çамрăксемшĕн университет та, консерватори те, ял хуçалăх академийĕ те пулса тăнине каларĕç. Çавнашкалах Вăрман-Кипек шкулне уçакан, Петр Семенов та И.Яковлевпа çыхăну тытнине асăнса хăварчĕç. И.Я.Яковлева халалласа сăвăсем шăранчĕç.