Авăн уйăхĕн 24- мĕшĕнче улттăмĕш класра «Усă курма пĕлмелле» темăпа калаçу иртрĕ. Вĕренекенсем утюгпа, плитапа тата ытти приборсемпе мĕнле усă курмалли çинчен тĕплĕн калаçрĕç. Килтен тухса кайнă чухне электроприборсен вилкисене розеткăран кăларса хăвармаллине ачасем лайăх ăнланчĕç. Вут-кăвартан сыхланасси пожарниксен ĕçĕ çеç пулманнине ачасем лайăх ăнланчĕç.