Юпа уйăхĕн 10- мĕшĕнче 6- мĕш класра вĕренекенсем тавралăха илем кĕртессипе тăрăшрĕç. Кĕрхи çанталăк илемне нумай чухне çÿп-çап, тĕрлĕ ăпăр-тапăр пăсать. Тавралăха тирпейлĕх, симĕслентерес ĕçре кашни ача хастар пулчĕ, урамсене,çырмасене тасатрĕç, йывăç-тĕмсем лартрĕç. Тавралăх илемĕ хамăртан нумай килнине питĕ лайăх чухларĕç.