Каникул вăхăтĕнче шкул библиотекине ача-пăча йышлă çÿрерĕ. Акă паян та ачасем ирех пуçтарăнчĕç. Аслă класс ачисем кирлĕ справочниксем илсе консультацине васкарĕç, кĕçĕн классем вулав конференцине хатĕрленсе библиотекăра вырнаçрĕç. Конференцин тĕллевĕ: «Кам нумай вулать, çав нумай пĕлет». 7 – мĕш класра вĕренекен Селеста Яковлевăпа Диана Алексеева ертсе пыракансем питĕ тăрăшса хатерленнĕ. Вĕсем библиотекарь пулăшнипе Светлана Асаматăн «çумăр ташши», Петĕр çăлкуçăн «Савăнăçлă тĕлпулу», Николай Теветкелĕн «Марине вăййисем»», Валентина Тараватăн «Ытарайми çĕршыв»,В. Давыдов-Анатрин «ÿссен эсĕ кам пулан?» кĕнекисем тăрăх презентации хатĕрлесе ачасене паллаштарчĕç. Тĕрлĕ ыйтусемпе, пуçватмăшсемпе ачасен пĕлĕвĕсене туптарĕç. Конференци питĕ тавракурăмлă та интерелĕ иртрĕ, уйрăмах 3 мĕш класс ачисем: Даша Григорьева, Кристина Матвеева, Светлана Андреева, 4 мĕш класри Вася Павловпа Настя Григорьева хастар пулни палăрчĕ, чи хастарри тата нумай вулакан ятне вара 6 – мĕш класри Катя Григорьевапа 3-мĕш классри Светлана Андреева тивĕçрĕç. Конференци хыççăн та ачасем киле васкамарĕç, 8 мĕш класри Люда Иванова ăсталăх урокĕ ирттерчĕ, ачасем кирлĕ сăмахсем çырса хума пĕчĕк кĕнеке-тетрадь ăсталарĕç.