Наркотик - хăрушлăх

Раштавăн 13 – мĕшĕнче 6 – мĕш класра «Наркотик- хăрушлăх» темăпа калаçу иртрĕ. Класс руководителĕ вĕренекенсене наркăмăшлă çимĕçĕн  хăрушă енĕсем пирки каласа ăнлантарчĕ, ăна пула нумай çамрăк тÿрĕ çултан пăрăннине, вăл вилĕм патне илсе çитернине пĕлтерчĕ. Калаçу вĕçĕнче  ачасем сывă пурнăç йĕркине тытса пымаллине лайăх ăнланчĕç.