Çĕнĕ çул

 Раштавăн 29- мĕшĕнче шкулта Çĕнĕ çул уявĕ иртрĕ.Уяв икĕ сменăпа иртрĕ, пĕрремĕш сменăра 1-7 классенче вĕренекенсем, иккĕмĕш сменăра 8-11 классенче вĕренекенсем савăнчĕç.Елка питĕ интереслĕ иртрĕ. Тĕрлĕ вăйăсем, конкурссем пулчĕç. Çĕнĕ çул уявĕ ачасене питĕ килĕшрĕ.  Уява улттăмĕш класра вĕренекенсем те активлă хутшăнчĕç. Чи маттуррисем çаксем пулчĕç: Григорьева Диана, Григорьева Екатерина тата Михайлова Татьяна.