Атте-анне çулĕ

Кăрлачăн 16- мĕшĕнче улттăмĕш класра «2017 çул – атте- анне çулĕ» темăпа калаçу иртрĕ. Вĕренекенсем Чăваш Республикин пуçлăхĕн указĕпе паллашрĕç. Çавнашкалах ачасем И.Я.Яковлевăн Чăваш халăхне панă халалне пăхса тухрĕç. Уйрăмах çемье çинчен каланине тишкерчĕç.