Пирĕн халăх тĕррине тĕнчипех пĕлеççĕ. Вĕсене çынсем тĕрленине ĕненес те килмест. Чăваш тĕрри ытти халăх тĕррисенчен кăткăс, илемлĕ, тăпăл- тăпăл тата хăйне евĕрлĕ уйрăлса тăрать. Çиппе тĕрленĕ тĕрĕсем тĕрлĕ тĕслĕ хăюсемпе, вĕтĕ шăрçасемпе, авалхи вăхăтра вара ылтăн, кĕмĕл, туй(бронза) эрешсемпе , хаклă йышши чулсемпе килĕшсе тăнă. Пирĕн шкул ачисем те ĕлĕкхи ăстасенчен юласшăн мар. Чăваш тĕррине питĕ килĕштерсе тĕрлеççĕ. Вĕсем
республикăра иртекен «Мой чувашский сувенир» конкурса хутшăнса, ĕç урокĕнче чǎваш тĕрри-эрешĕсенчен хатĕрленĕ ĕçĕсене Шупашкар хулинчи наци библиотекине çитерсе пачĕç. Халĕ вĕсем хăйсен ĕçĕсене жюри членĕсем мĕн хак парасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ