Чăваш чĕлхи кунĕ

    Чăваш чĕлхи кунĕнче шкулта тĕрлĕрен мероприятисем пулса иртрĕç. Çак куна И.Я.Яковлева халалларĕç. «И.Я.Яковлев – чăваш Улăпĕ» викторина иртрĕ. Викторинăна 9,11 классем хутшăнчĕç. Икĕ ушкăнĕ те питĕ пултаруллă пулчĕç. Иван Яковлевич Яковлевăн кун - çулĕпе ĕçĕ-хĕлне аван пĕлни палăрчĕ. Çавăн пекех чăваш чĕлхи кабинетĕнче чăваш Улăпне халалласа кĕнеке куравĕ йеркеленĕ.