Безопасность

Юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче 7 класра вӗренекенсемпе хӑрушсӑрлӑх синчен калаҫу ирттерӗ. Ачасемпе обществӑлла вырӑнсенче: шкулта, килте, урамра, ҫул-йӗр транспорчӗ ҫинче хӑйсене епле тытмалли ҫинчен асӑрхаттаракан памяткӑсемпе паллашрӑмӑр. Шкулти фойере вырнаҫнӑ  вут-кӑвартан сыхланасси, ҫул ҫинче тӗрӗс ҫӳресси ҫинчен калакан ҫӗнелнӗ информаци кӗтесӗсем  те вӗренекенсене хӑрушлӑхсенчен асӑрхаттарса тӑраҫҫӗ.