Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ

Чăваш Республикинче 2018 çул Иван Яковлевич Яковлев çулталăкĕ. И.Я.Яковлев çулталăкне халалласа шкулта тĕрлĕрен мероприятисем иртеççĕ. Чăваш  чĕлхи кабинетĕнче «Иван Яковлевич Яковлев – чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ» кĕнеке куравĕ йĕркеленĕ. Ачасем кунта Иван Яковлевич кун-çулĕпе, унăн иксĕлми ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма пултараççĕ. «Потомки Ивана Яковлева» вара пурне те кăсăклантарать, унпа пурте интересленсех паллашаççĕ. «Чăваш халăхне панă халала» юратсах вулаççĕ, унăн сыпăкĕсене пăхмасăр калама вĕренеççĕ.  И.Я.Яковлев çулталăке халалласа татах тĕрлĕрен ĕçсем туса ирттерме палăртнă.