Чăваш чӗлхи эрнине

Чăваш чӗлхи эрнине шкулта яланах анлăн паллă тума тăрăшаҫҫӗ. Ака уйăхӗн 23-28-мӗшӗсенче шкулта чăваш чӗлхипе литература эрни иртет. Эрнен кушни кунӗ тӗрлӗ мероприятипе пуян. Чăваш чӗлхипе литература эрнинче иртекен мероприятисене республикăри И.Я.Яковлев ҫулталăкне  халалланă.

      Ака уйăхӗн 23-мӗшӗнче 2-9 - мěш класра вěренекен ачасен ал ěҫěсен куравне йěркеленě. Куравра вěренекенсен  чăваш тěррисене, хутран ăсталанă тěрлěрен картинăсем, фигурăсем, чěр-чунсем курма пулать.