Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, Аслă Вĕрентекенĕмĕр, пирĕн Патриархăмăр - çак чаплă сăмахсем пурте Иван Яковлевич Яковлев çинчен. Мĕншĕн-ха пирĕн халăх ăна çапла пысăка хурса хаклать? Мĕншĕн тесен вăл пурнăçĕ тăршшĕпех тăван халăхне тĕттĕмлĕхрен, чухăнлăхран хăтарас, унăн культурине чи вăйлă аталаннă нацисен шайне çити çĕклес тесе тăрăшнă.
Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Чăваш чĕлхи кунне, И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалласа шкулта тӗрлӗрен мероприятисем иртӗҫ. «И.Я.Яковлев- чăваш халăхӗн паттăр ывăлӗ» кӗнекесен выставки, вӗренекенсен чăваш тӗррин тата ал ӗҫӗсен «Ҫӗр-пин тӗрӗ ҫӗршывӗнче» куравӗ йӗркеленӗ.
6-8 класра вӗренекенсем «И. Я. Яковлев – чăваш халăхĕн Улăпла ывăлĕ» презентаципе паллашрӗҫ. И. Я. Яковлев ачалăхĕпе, ҫуралса ÿснӗ вырăнӗсемпе паллашрĕç. Кунта çамрăк Иван Пăрăнтăк шкулĕнче вĕреннĕ самантсене аса илчĕç. Вĕренекенсене И.Я. Яковлев вĕреннĕ çын пулма ĕмĕтленни, унăн ырă кăмăлĕ, сăпайлăхĕ, шухăшĕ кăсăклантарчĕ.
Иван Яковлевич Яковлев Атăл тăрăхĕнчи халăхсем валли вуншар шкул уçнине, унти вĕренỹ ĕçне йĕркелесе, пăхса тăнине, Чӗмпӗрти чăваш шкулӗчен вӗренсе тухнă паллă чăваш ҫыравҫисемпе паллашрӗҫ ачасем.