Савă вулакансен конкурсӗ

2018-мĕш çулхи ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче  И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 ҫул çитнине халаллас Вăрман-Кипекри вӑтам шкулта сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Конкурса ачасене мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхе илемне туйма вĕрентес, хăйсен пултарулăхне аталантарма хăнăхтарас тĕллевпе  йĕркеленĕ. Конкурса  4 - 9 класра вĕренекенсем хутшăнчĕç. Кашни вӗренекен  сăвва чун-чӗререн, ăшă кăмăл – туйăмпа каласа пачӗ.  4 класра вӗренекен  Григорьева Дария И.Я.Яковлев ҫырнă «Сармантей» калава вулани пурне те кăмăла кайрӗ. Жюри членӗсем ăна 1 вырăн парса хавхалантарчӗҫ.

 2 – мӗш вырăна Матвеева Кристина ( 4 класс), 3 вырăна Романова Кристина ( 4 класс) тухрӗҫ. Аслă классем хушшинче 1 вырăна  8 класра вӗренекен Алексеева Диана, 2 вырăна 7 класра вӗренекен Григорьева Екатерина тата 6 класра вӗренекен Андреева Юлия , 3 вырăна Андреева София ( 9 класс) йышăнчӗҫ. Данилов Данил (6 класс), Александрова Екатерина (8 класс), Павлова Ольга ( 9 класс), Данилов Иван ( 8 класс) вуланă сăвăсем те пурин кăмăлне кайрӗҫ.

           Конкурса хутшӑннӑ ачасене ӑнӑçусем сунатпӑр, вӗсене  грамотăсем,парнесем кĕтеççĕ.