Тăван чĕлхене упрар

Ака уйăхĕн 20-27 –мĕш кунĕсенче шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни иртрĕ. Унта ачасем хаваспах хутшăнчĕç. 7-9 класс ачисене чăваш чĕлхи учителĕ Федорова Л.Я. авалхи чăваш вăййисене выляттарчĕ: «Алă памалла», «Алă татмалла», «Çĕрĕ памалла» тата ытти вăйăсемпе те паллаштарчĕ. Çавăн пекех ĕлĕкхи тата хальхи йăла-йĕркесем çинчен каласа пачĕ. Уйрăмах салтак ăсатни тата туй йăли-йĕркисем çинчен ăнлантарчĕ. Физкультура учителĕ Федоров В.А. салтак юррисен, туй юррисен, чăваш ташшисен кĕввисене купăспа выляса пачĕ, юрă сăмахĕсемпе паллаштарчĕ. Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче пĕтĕмĕшле чăваш диктанчĕ çырчĕç. 7-мĕш класс ачисемпе экскурси урокĕ иртрĕ. Вĕренекенсем тăван тавралăх çинчен нумай çĕннине пĕлчĕç, хăшĕсем аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн ялта пурăнма кăмăл туни çинчен калаçрĕç.

Чăваш чĕлхипе литература эрни усăллă иртрĕ: ачасене чăваш вăййисем килĕшрĕç. Вĕсем тăван чĕлхе урокĕсене юратса вĕренмеллине, халăхăн ку таранччен упраннă мулĕпе йăли-йĕркисене тытса пымаллине лайăх ăнланчĕç.