ПĔТĔМ ЧĂВАШ ДИКТАНЧĔ – 2020

Ака уйӑхӗн 24 - мӗшӗнче Пĕтĕм чăваш диктанчĕ иртрӗ. «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2020» акци Чăваш чĕлхи кунне, Чăваш автономине йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине тата Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулне халалласа  иртрӗ. Диктанта «Наци радиовӗ» эфирӗнче вуларӗҫ, эпир итлесе ҫыртӑмӑр. Диктант текстне Юрий Скворцовӑн «Уках хурӑнӗ» хайлавӗнчен илнӗ. Пӗтӗм чӑваш диктантне ҫырса хамӑр ҫырас хӑнӑхусене тӗрӗслерӗмӗр. Текст ачасене  питӗ килӗшрӗ.