Эх,çăварни, çăварни!

Кашни ĕç-пулăмшăн хăйĕн вăхăчĕ. Çут çанталăкăн та хăйĕн вăхăчĕ. Хĕллепе çу вăй виçеççĕ. Çак вăхăтра чăвашсем çăварни уявне ирттереççĕ.

Пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче 1-3 класра вĕренекенсем ,,Эх,çăварни, çăварни!” калаçу ирттерчĕс.

Вĕренекенсем уява хатĕрленсе ÿкерчĕксем турĕç, сăвăсем аса илчĕç.

Çăварни – хĕле ăсатнипе тата çуркуннене кĕтсе илнипе çыхăннă. Çăварни эрнинче ача-пăча ял варринчи тăвайккинчен çунашкапа ярăннă. Яш-кĕрĕм лашасене кÿлсе ларса, вĕсене тутăрсемпе, шăнкăравпа илемлетсе ял тăрăх çÿренĕ. Чăваш çăварни кунĕ хăй патне пыракан çынна çуллă икерчĕ çитернĕ.

Çăварние хальхи вăхăтра та ирттереççĕ. Уявра юрă юрлаççĕ, ташлаççĕ. Пурте хăйсен вăйне виçеççĕ. Уяв вĕçĕнче Çăварни кĕлеткине çунтараççĕ.

Ваттисем Çăварни пирки çапла каланă: ,,Çăварнире сĕтел çинче икерчĕ нумай пулсан çулла хĕвеллĕ пулать.”

Вăхăт иртнĕçемĕн пурнăç улшăнать. Йăла-йĕрке те. Çапах Çăварнине асрах тытса пурăнать-ха халăх.