Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2021

Ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче, чăвашсем пурăнакан пĕтĕм хулапа ялта Чăваш чĕлхи кунне тата çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ  2021» акци иртрӗ.

Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.

Пӗтӗм чӑваш диктантне ҫырма Варман-Кипек шкулӗнче вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ. Эпир Юхма Мишши хайлавӗ тӑрӑх хатӗрленӗ «Ылтӑн кӗнеке» текста ҫыртӑмӑр. Тăваттăн «5» паллӑ илме пултарчӗҫ – Данилов Данил, Павлов Николай, Григорьева Дарья, Авакумова Диана. Саккӑрӑн «4» паллӑ, иккӗн «3» илчӗҫ. Диктант ҫыракансем маттур, орфографи тата пунктуаци правилисене лайӑх пӗлни курӑнчӗ. Малалла та чӑвашла ҫырас хӑнӑхусене ҫирӗплетсех пырар, чӑваш чӗлхин сумӗпе хисепне ӳстерессишӗн тӑрӑшса вӗренер, ӗҫлер!