Генрих Яковлевич Катрамова халалласа асăну хăми.

Ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче Уйкас-Кипек ялĕнчи Тăван çĕршывăн Аслă вӑрҫине  хутшăннă ентешсен палăкĕпе юнашар, вăрçăран таврăнайман çамрăк поэта халалласа асăну хăми уçрĕç. Ҫак уява пирĕн шкул ачисем те хаваспах хутшăнчĕç.

 Асăну хăми çине Генрих Яковлевич Катрамов вăрçăра, çапăçусем пыман вăхăтра  шăрçаланă сăвă йĕркисене çырнă.  Генрих Катрамов 1926-мĕш çулта утă уйăхĕн 15-мешенче Вăрман-Кипек ялĕнче, нумай ачаллă çемьере çуралнă. Генрих Катрамов çĕршыва нимĕç фашисчĕсенчен хăвăртрах тасатас хавхаланупа, 1943-мĕш çулхи кĕркунне, хăйне ирĕкле фронта яма ыйтнă. Çапла тин çеç вун çичĕ çул тултарнă каччă фронта тухса каять. Вăрçа кайсан тепĕр темиçе уйăхран кĕçĕн командир пулса Прибалтика фронтне çитнĕ. 1944 –мĕш çулхи утă уйăхĕн 16-мĕшĕнче Латвири Больвински районĕнчи Землянки ялне ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçура, тин çеç вун саккăр тултарнă çамрăк салтак, паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Тискер вăрçă пулман пулсан тата мĕн чухлĕ сăвă çырма пултарнă çамрăк сăвăç… Вун сакăр çулти вĕри чунлă поэт-салтакăн, Вăрман-Кипекре пурăннă Генрих Катрамовăн, ырă сăнарĕ халăх асĕнчех упранĕ.

Асăну хăмине уçнă вăхăтра Генрих КатрамОвăн тăванĕсем аппăшĕн ывăлĕ Юрий Назаров, тăватă йăмăкĕн ачисем, мăнукĕсем, иккĕмĕш сыпăкри Вениамин Иванов, Людмила Тихонова  хутшăннă.

Генрих Катрамова халалласа чăваш поэчĕсен сăввисене илемлĕ вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Пултарулăх ăмăртăвне Вăрман-Кипек шкулĕнчи тата Канаш районĕнчи Чарпуç шкулĕнчи тĕрлĕ ӳсĕмри ачасем хутшăнчĕҫ. Кашни шкул ачи хăйĕн кăмăлне каякан сăвва суйласа илнĕ. Сăвă калакансен ăсталăхне Альбина Фомина Чăваштелерадио компанийĕн корреспонденчĕ, Лиана Григорьева Ярмушка ял тăрăхĕн специалисчĕ, Лидия Михайлова Уйкас-Кипек культура çурчĕн ертÿçи тата ыттисем те хакларĕҫ.

Ҫĕнтерӳ кунĕ, тăшмана тĕп туса пуҫ хунă салтаксен ячĕсем яланах асăмра юлĕç.