Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн

2021 çулхи юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалласа ирттерме палăртнă «Чăваш ачи чăвашах» республика шайĕнчи 5-мĕш фестиваль инçет мелпе иртрĕ.

Вăрнар районĕнчи Вăрман-Кипек шкулĕнчи ачасем «Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн» енпе  фестивале хутшăнса çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕс. Пĕтĕмешле пĕлÿ паракан шкулта вĕренекен ачасем чăваш халăхĕн вăйă-улах йăлине кăтартса пачĕç.

 Эпир вĕсене çак ятпа пурте саламлатпăр.