Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе литератури
эрнине уçрăмăр.
«Чĕлхе хăйне туса
хунă халăхпа çеç вилет. Çавăнпа халăха тăван чĕлхене манма хушни çав халăха
манма хушнипе пĕрех» - тенĕ чăваш халăхне çутта
кăлараканĕ И.Я.Яковлев.
Варман-Кипекри пĕтĕмĕшле
пĕлӳ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхи кунне Иван Яковлевич Яковлева халалласа 5-9
классенче уроксемпе класс сехечĕсем иртрĕç. Ачасем иртекен мероприятисенче
активлă хутшăнчĕç. Хăйсем Иван Яковлевич Яковлев çинчен мĕн пĕлнине пĕр-пĕрне
каласа пама тăрăшрĕç. Уроксем вĕçленнĕ хыççăн вара Чăваш Патшалăх гимнĕ янраре.
Чăваш чĕлхипе литература пĕлтерĕшне, сумне, ачасен интересне ÿстерес тĕллевпе чăваш
чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Дмитриева А.Г. ертсе пынипе «Чăваш чĕлхипе
литературине чи лайăх пĕлекен» викторина иртрĕ. Викторинăна 6-9 классенче
вĕренекенсем йышлăн хутшăнчĕç, тĕрлĕ енлĕ ыйтусем çине хуравларĕç. Кĕçĕн класра
вĕренекен ачасем чăваш тата вырăс халăх юмахĕсем тăрăх тĕрлĕ Ÿкерчĕксем туса
тĕлĕнтерчĕç. Кашни ача юмаха хăйне майлă ăнланать, тĕрлĕ куçпа пăхать. Çавăнпа
та ÿкерчĕкĕсем те тĕрлĕрен. Ку ĕçе ачасем хаваспах пурнăçларĕç. Кашни класрах
класс ертÿçисем класс сехечĕсем ирттерчĕç. Паллă ентешĕмĕрсене халалласа ирттернĕ диктанта 4 ача хутшанчĕ: Романова Кристина,
Андреева Светлана, Авакумова Диана, Иванов Дмитрий. Эрнипех
«Ытарайми чăваш тĕрри» выставка пулчĕ. Унта ачасем хайсем тĕрленĕ ĕçĕсене илсе килчĕç.Чăваш чĕлхипе литератури
эрнинче шкулăн библиотекинче кĕнеке выставки ĕçлерĕ. Кунта юлашки вăхатра чăвашла
пичетленсе тухнă çĕнĕ кĕнекесемпе ачасем паллашма пултарчĕç. Библиотекарь
ачасене библиотека ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.«Анне чунӗ евӗр çепӗç чӗлхене упрар
ӗмӗре» сочиненисемпе сăвă çыракансен конкурсӗ иртрĕ.
Ака уйăхĕн 25-мĕш числинче ««Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» иртрĕ, кунта пирĕн шкултан 15 ача хутшăнчĕ.
Чăваш
чĕлхипе литература эрнине вĕçлесе ачасем сăвăсем, юрăсем шăрантарчӗç, тӗрлӗ
ыйтусем çине хуравларӗç. Çĕнтерÿçĕсене шкул директорĕ
парнесемпе чысларĕ.Тăван чĕлхепе мăнаçланас, ăна тĕпчес-упрас туйăма
çĕклерĕ Эрне. Паллах, атте-анне чĕлхипе илемлĕ калаçма тата çырма
пултаракансене палăртма пулăшрĕ. Апла пулсан, чĕлхемĕрĕн малашлăхĕ пур.