Паян, ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче,
Вăрман-Кипек шкулĕнче Чăваш чĕлхи кунне, Раççей
Федерацийĕн Çемье ҫулталăкне тата Чăваш Республикин Экологи
культурипе çут çанталăка перекетлес çулталăкне халалланă «Пĕтĕм чăваш
диктанчĕ – 2024» çырчĕç. Диктантăн тĕп тĕллевĕ – халăха
чăваш чĕлхине вĕренме явăçтарасси, пуплев культурин шайне çĕклесси, чăваш
чĕлхин пĕлтерĕшне Чăваш Республикинче, Раççей Федерацийĕн регионĕсенче тата
чикĕ леш енче сарасси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ӳстересси.
Диктанта шкул ачисем, шкулсенче тĕрлĕ предмет (чăваш чĕлхипе литератури, вырăс
чĕлхипе литератури, истори, математика, технологи, биологи), пуçламăш классенче
вĕрентекенсем хастар хутшăнчĕç. Пĕтĕмпе – 20 çын çырчĕ, «5» илекенсем –
12 çын.
Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2024
Источник:
Дмитриева А.Г.